Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Ҫӗмӗрле» ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: вӑрманта хӗрарӑмпа ача ҫухалса кайнӑ. Кун пирки район администрацийӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухнӑ. Хӗрарӑмпа ача Пинер поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене хӑвӑртах тупнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 72 ҫулти хӗрарӑм ҫырлана кайсан ҫухалнӑччӗ. Телее, ӑна тепӗр кунхине тупнӑ: вӑл чӗрӗ-сывах.
Чӑваш Енри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем асӑннӑ отрасль объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ӗҫе 59,9 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ.
Ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ енчен Йӗпреҫ (29,0%), Сӗнтӗрвӑрри (31,4%), Ҫӗмӗрле (32,5%) тата Ҫӗрпӳ (34,6%) районӗсем юлса пыраҫҫӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем тата Улатӑр хули малта. Вӗсенче палӑртнӑ ӗҫ калӑпӑшӗн 70 процентне пурнӑҫланӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать, шывра чӑмпӑлтатас килет. Ӗнер республикӑра 3 ҫын путса вилни пирки хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ.
Муркаш районӗнче Сурӑм юханшывӗнче 27 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ҫынни пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере 17-ри каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн виллине паян шывран кӑларнӑ. Улатӑр районӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн кимми ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Кӑҫал республикӑра 20 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Ӗнер ирхине Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче икӗ хӗрарӑм ҫырлана кайнӑ. Анчах вӗсенчен пӗри вӑрмантан тухайман - ҫухалса кайнӑ. Халӗ 72 ҫулти Юлия Витальевна Андреевӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем, ахаль ҫынсем шыраҫҫӗ.
Ҫанталӑк шӑрӑх пулни лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатать. Ҫитменнине, вӑл тӑрӑхри вӑрманта чӑтлӑх нумай.
Хастарсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шырама ҫынсем ҫитмеҫҫӗ. Паянхи ир тӗлне Юлия Андреевӑна тупайман-ха.
Паян Улатӑр районӗнче чутах арҫын путса вилмен. Юрать, иртен-ҫӳрен ӑна асӑрхаса пулӑшма васканӑ.
Ку Первомайский поселокӗнче 12 сехет те 43 минутра пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру пашалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер путма пуҫланӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна пӗверен туртса кӑларнӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна Улатӑр районӗн тӗп пульницине илсе кайнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне илсен, пирӗн республикӑра усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 17,3 пин гектарпа танлашнӑ. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ун пек ҫӗрсен шутне 82,9 пин гектара кӗртме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Волкова нумаях пулмасть иртнӗ канашлура ҫакӑн пек цифрӑсем илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра пусӑ ҫаврӑнӑшне 936,8 гектар ҫӗре кӗртнӗ, е планпа пӑхнин 9 процентне.
Муниципалитетсене илсен, Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫак ӗҫе 225 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, Вӑрнар районӗнче – 485 га, Шупашкар районӗнче – 79 га, Ҫӗмӗрле районӗнче – 148 га.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи тухтӑрсем кӳршӗллӗ Суйкӑнра пурӑнакан 59 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Сӑпса сӑхнӑ хыҫҫӑн унӑн анафилактика шокӗ пулнӑ.
Ун чухне пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ Юрий Иванов отпускра пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм ыйтнипе вӑл кнсультаци пама ӗҫе тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра тӑванӗсем сӑпса сӑхнӑ арҫынна илсе килнӗ. Тухтӑр часрах медсестрана чӗнсе урама чупса тухнӑ.
Арҫыннӑн пичӗ шурса кайнӑ, шыҫӑннӑ, хӑй йывӑррӑн сывланӑ. Чутах тӑнне ҫухатман. Шурӑ халатлисем ӑна урамрах пулӑшу кӳме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Вӗсем ҫитиччен арҫын хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва вӑл хӑйех ларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине ҫамрӑксем мотоциклпа ярӑнса инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ. Мотоциклист вӑрмантан чупса тухнӑ хир сысни ҫине пырса ҫапӑннӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн транспорт тӳнсе кайнӑ. 14 ҫулти пассажир йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнчи «Шупашкар-Сурское» автоҫул ҫинче машина пӑшипе ҫапӑннӑ. Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти ҫамрӑк «Хендай-Солярис» автомашинӑна тытса пынӑ. Водительпе 18 ҫулти хӗр-пассажир кӑштах суранланнӑ.
Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсем футболла выляссипе ӑмӑрту ирттернӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 6 команда — Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Елчӗк, Шӑмӑршӑ районӗсен хастарӗсем — хутшӑннӑ.
«Вӑйӑ ҫивӗч те интереслӗ иртнӗ. Пирӗн район команди финалта Йӗпреҫсемпе вылянӑ. Вӑйӑ пӗр-пек очкосемпе вӗҫленнӗрен пенальти тапнӑ. Патӑрьелсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑйӑсене йӗркелеме Треньелӗнчи В. Зайцевпа Чӑваш Ишекӗнчи А. Краснов тӑрӑшнӑ.
Патӑрьелӗнчи А. Моисеев «Чи лайӑх тапӑнса вылякан», Именкассинчи А. Нянин «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Треньелӗнчи О. Михайлов «Чи лайӑх вратарь» ятсене тивӗҫни те кӑмӑллӑ», — хыпарланӑ хаҫат.
Улатӑр районӗнчи пациенткӑн сывлӑхӗ питӗ начар пулнӑ. Чӗри минутра 20 хут ҫеҫ тапнӑ.
Хӗрарӑма санавиаци вертолечӗпе Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Тепӗр 10 минутран ӑна вӑхӑтлӑх электрокардиостимулятор лартнӑ. Тепӗр кунхине, сывлӑхӗ лайӑхлансан, стимулятора улӑштарнӑ.
Юнкун Елчӗк районӗнчи пациенткӑна вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут ҫеҫ иртнӗ. Халӗ хӗрарӑма реаниматологсем пӑхса тӑраҫҫӗ, операци тума хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |